Улатӑр хыпарӗ (вырӑсла Алатырские вести), — Улатӑр районӗн хаҫачӗ, вырӑсла тухать. Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Знамя труда» (Ӗҫ ялавӗ) ятпа тухнӑ. Чӑваш Енре тухса тӑракан район хаҫачӗсенчен вӑл чи ваттисем шутне кӗрет.
Вӑрӑм кун-ҫулӗ хушшинче хаҫатӑн ячӗ нумай хутчен улшӑннӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл «Крестьянин и рабочий» (Хресченпе рабочий), «Путь революции» (Революци ҫулӗ), «Наша жизнь» (Пирӗн пурнӑҫ), «Трудовая газета» (Ӗҫ хаҫачӗ), «Ленинский путь» (Ленин ҫулӗ) ятсемпе тухнӑ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара хальхи ятпа тухать. Халӗ хаҫат 3 пинлӗ тиражпа тухать.
2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мешӗнче хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.